Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ.
Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ.
2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче.
«Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков.
2020 ҫулта Чӑваш Енре килсӗр чӗрчунсене тытма, вӗсене пӑхма хыснаран 6 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлтӗр республикӑра 573 чӗрчуна тытнӑ. Шупашкарта – 332, Канашра – 136, Ҫӗмӗрлере – 38, Тӑвай районӗнче – 9, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – 8, Канаш районӗнче 32 чӗрчуна тытнӑ.
Пӗр чӗрчуна тытмашкӑн 6093,7 тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал хыснаран уйӑракан укҫа виҫине пысӑклатма палӑртнӑ, 8,9 миллион тенке ҫитересшӗн.
Килсӗр чӗрчунсене курсан вырӑнти администрацие кайса заявка ҫырмалла. Вӗсем вара чӗрчунсене тытакан организаципе килӗшӳ тӑваҫҫӗ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть, пушӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫапкланчӑк йытӑ хӗрарӑма тапӑнса уринчен вӑйлах ҫыртса илнӗ.
Канаш районӗнчи пӗр тӑвансем фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленӗ. Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Кармами Выҫҫӑлкки ялӗнчи фермерсемпе вӑл ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, тӗл пулнӑ.
Андрей, Сергей, Виктор, Иван Николаевсем 100 пуҫ ӗне выльӑхлӑх ферма уҫас тенӗ. Сергей Николаев министра каланӑ тӑрӑх, фермер хуҫалӑхне уҫас ӗмӗт тахҫанах амаланнӑ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме «Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермине йӗркелесси тата аталантарасси» программӑна хутшӑнни май панӑ. Фермер хуҫалӑхӗ ятарлӑ конкурс витӗр тухса 10 миллион тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ тата Юмансар ялӗсен хушшинче кашкӑрсен кӗтӗвне асӑрханӑ. Ҫакна шкул автобусӗнче пыракан ҫынсем курнӑ.
Пӗтӗмпе 17 кашкӑр пулнӑ. ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку вырӑнтан ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, ҫынсем утаҫҫӗ. Ҫав кунах вырӑнти администрацие кун пирки пӗлтернӗ. Тӳре-шара мерӗсем йышӑннӑ. Сунарҫӑсем 7 кашкӑра персе вӗлернӗ, тепӗр 10-шӗ тарнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисене тупнӑччӗ.
Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа Фельдшерпа акушер пункчӗсенче ӗҫлекен акушеркӑсемпе медсестрасем те усӑ курайӗҫ. ЧР Минстрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Пӗлтӗр ФАПсене 18 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ инҫетре, кӗрсе ҫӳреме йывӑр тӑрӑхра, вырнаҫнӑ ФАПра тӑрӑшать. Программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа Чӑваш Енре 81 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: земство фельдшерӗсене йышӑнас тӗлӗшпе Патӑрьел, Канаш тата Патӑрьел районӗсем малта.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ҫитес вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӑл ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ.
Штат режимне куҫиччен, пациентсене йышӑнма тытӑниччен пульницӑра дезинфекци тӑвӗҫ. Палӑртмалла: вӑл пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем валли 425 койка хатӗрленӗ. Чирлисене 500 ытла медик сипленӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗн тӗп пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Унта, шел те, икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Напольное ялӗнче 93 ҫулти арҫыннӑн ҫурчӗ ҫуннӑ. Хӑй кил хуҫи пушарта ҫунса вилнӗ. Вӑл кӑна мар, унӑн ывӑлӗ те инкекре пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Арҫын 1958 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 81 ҫулти арҫыннӑн хуралтисем сиенленнӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче республикӑра 8 пушар пулнӑ.
Кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер республикӑра пӗр пульница кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ.
Сӑмах Канаш районӗнчи тӗп пульница пирки пырать. Вӑл Шӑхасан ялӗнче вырнаҫнӑ. Тек унта кӑшӑлвируспа чирлисене сиплемӗҫ. Унтан пациентсене кӑларнӑ, дезинфекци тунӑ хыҫҫӑн яланхи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗҫ, унчченхи пекех 120 койка пулӗ. Ҫапла майпа ҫынсем пульницӑра ытти профильпе те пулӑшу илме пултарӗҫ.
ШӖМ ӗҫченне пушарта ҫынна ҫӑлнӑшӑн РФ ШӖМӗн медалӗпе чысланӑ. Ӗҫтешӗсем кун пирки тӳрех пӗлмен.
Кӑрлач уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Александр Степанов дежурствӑран таврӑннӑ чухне тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Ҫывӑхарах пынӑ та тайкаланакан ҫынна курнӑ. Вӑл шалта пӗлӗшӗ пулнине каланӑ.
Полицейски чӳречерен кӗрсе 55 ҫулти арҫынна уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Тумӗ ҫунса кайнине, брелокӗ ирӗлнине кайран тин асӑрханӑ. Кайран вӑл ҫӑлавҫӑсене пушара сӳнтерме пулӑшнӑ.
Ҫак кунсенче ҫынсем урамра шӑнса пӑсӑлнӑ тӗслӗхсем йышланнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинисен сакӑр ҫын патне ҫитме тивнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче 79 ҫулти арҫын картишне тухсан ӳкнӗ те тӑрайман. Икӗ сехет выртнӑ вӑл. Кайран ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Канаш районӗнчи 62 ҫулти хӗрарӑм кил хушшине тухсан пуҫ ҫаврӑннипе ӳкнӗ. Ҫитменнине вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сивӗре 4 сехет выртнӑ. Унӑн ал сыппине тӑм илнӗ. Канаш хулинче 29 ҫулти арҫын пушмак тӑхӑнмасӑрах ӳсӗр пуҫпа урам тӑрӑх утнӑ.
Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем – 29-89 ҫулти ҫынсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.